Новости
28 Апрелӗн 2021, 12:10

Пушкăртстанра 227 ачана сăвăс çыртнă

Апрель уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне ÿчĕсене сăвăс тăрăннине пула республикăри медицина организацийĕсенче 485 çын пулăшу ыйтнă. Вĕсенчен икçĕр çирĕм çиччĕшĕ - ачасем

Апрель уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне ÿчĕсене сăвăс тăрăннине пула республикăри медицина организацийĕсенче 485 çын пулăшу ыйтнă. Вĕсенчен икçĕр çирĕм çиччĕшĕ - ачасем. Регионти Роспотребнадзор информацийĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ çул çав тапхăрпа танлаштарсан кăçал сăвăссенчен инкек курнисен шучĕ 52% ÿснĕ. Иртнĕ çул инкеке лекнисем 256 çын пулнă.
Ведомство пĕлтернĕ тăрăх‚ Гигиенăпа эпидемиологи центрĕнче тата унăн филиалĕсенче çынсем çинчен илнĕ сăвăссене‚ вĕсенче энцефалит вирусĕ тата боррелиоз инфекцийĕ пуррипе çуккине‚ тĕрĕслеççĕ.
Республикăри Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн тĕп врачĕ Вероника Говрова пĕлтернĕ тăрăх‚ паянхи кун тĕлне 412 сăвăса тĕпченĕ. Икĕ сăвăс энцефалит вирусĕпе‚ 52-шĕ боррелиоз инфекцийĕпе чирлĕ пулни паллă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас