Пур хыпар та
Новости
28 Апрелӗн 2021, 14:55

Тухтăрсен тухса çÿрекен бригади ултă пин çынна тĕрĕсленĕ

«Сывлăхлă эрне – сывлăхлă регион» акципе килĕшÿллĕн ял районĕсенче пĕр эрне хушшинче ултă пин ытла çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ.

«Сывлăхлă эрне – сывлăхлă регион» акципе килĕшÿллĕн ял районĕсенче пĕр эрне хушшинче ултă пин ытла çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ.
Ял çыннисене опытлă специалистсем патĕнче консультаци иртме май пултăр тесе куçса çÿрекен сывлăх центрĕсемпе фельдшерпа акушер пункчĕсем, флюорографсемпе маммографсем, Г.Г. Куватов ячĕллĕ Республикăри клиника больниципе Республикăри кардиологи центрĕн диагностика центрĕсем, Республикăри стоматологи поликлиникин модулĕ районтан района çÿреççĕ.
Апрель уйăхĕн 27-мĕшĕн кăтартăвĕсем тăрăх, акци пуçланнăранпа 6027 çын сывлăхне тĕрĕсленĕ, 39 социаллă пĕлтерĕшлĕ чирпе пĕр чĕре мыщцин инфарктне тупса палăртнă.
Социаллă пĕлтерĕшлĕ чир паллисем пуррисене чирĕсене тĕпчесе диагнозĕсене çирĕплетме, сывлăхĕсене сиплеме янă. Вĕсене малашне те тĕрĕслесе тăма учета тăратнă.
Йĕркеленнĕ бригадăсем графикпа килĕшÿллĕн хăйсен ĕçĕсене ултă районта пурнăçлĕç:
Ĕпхÿ маршручĕ – апрель уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче Архангельск районĕнчи Валентиновка ялĕнче;
Дуван маршручĕ – апрель уйăхĕн 26- 30-мĕшĕсенче Салават районĕнчи Насибаш ялĕнче;
Нефтекамск маршручĕ – ку эрнере Мишкин районĕнче ĕçлет (апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче Малонакоряково ялĕнче, апрель уйăхĕн 29-30-мĕшĕсенче Большесухоязово ялĕнче);
Октябрьски маршручĕ - хăй ĕçне Буздяк ялĕнче пурнăçлать (апрель уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче Гафури ялĕнче);
Çтерлĕ маршручĕ - хăй ĕçне ку эрнере Авăркас районĕнче тăсать (апрель уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче Наумьел ялĕнче);
Белорецк маршручĕ - Белорецк районĕнче ĕçлет (апрель уйăхĕн 28-29-мĕшĕсенче Верхний Авзян ялĕнче, апрель уйăхĕн 30-мĕшĕнче Кагарманово ялĕнче).
«Сывлăхлă республика – сывлăхлă регион» акципе килĕшÿллĕн 398 çын вакцинацин пĕрремĕш тапхăрне иртнĕ.
Врач патне çырăнмалла мар, черетпе кĕмелле.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас