Зилар районĕнчи Канниково ялĕнчи пĕр кил картине пĕчĕк упа çури килсе кĕнĕ. «Ауыл уттары» хаçат пĕлтернĕ тăрăх, упа питĕ вăйсăр курăннă, анчах çынсене хăй çывăхне яман. Тытнă хыççăн хăрлатнă, вĕçерĕнесшĕн пулнă.
«Халĕ ырă кăмăллă хуçасем унпа мĕн тумалла-ши тесе пуç ватаççĕ. Вĕсен шухăшĕпе упа çурин амăшне браконьерсем вĕлернĕ те вăл пĕчченех тăрса юлнă», - çыраççĕ хаçатра.
Маларах «Башинформ» Пушкăртстанри Караидель районĕнче апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче упа транспорт компанийĕнче ĕçлекене тапăнни çинчен пĕлтернĕччĕ. Хăш-пĕр кăтартусем тăрăх, упана асăрханă чух икĕ ĕçлекен Нагрединово ялĕнчи базăна кайнă пулнă. Ăна лайăхрах пăхас тесе машинăран тухнă.