Новости
29 Апреля 2021, 04:20

Автомобиле çурмалла пайланă

Апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче Мелеуз районĕнчи Зирган ялĕ çывăхĕнче çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ. Салават хулинче пурăнакан Lada Granta автомобиль рулĕ умĕнче ларакан 26 çулхи арçын 34 çулхи Ĕпху хулинче пурăнаканăн ГАЗ Next хурçă учĕпе çапăннă. Телее çăмăл автомобиль водителĕ сывă юлнă.

Пушкăртстанри ГИБДД пĕлтернĕ тăрăх, авари Lada Granta çăк тиекен машинăна хăваласа иртнĕ чух пулса иртнĕ. Икĕ транспорт çапăннă хыççăн çăмăл автомобилĕн малти пайне татса пăрахнă. Йывăр суранланнă водителе пульницăна илсе çитернĕ.
Çул çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, талăк хушшинче регионта 5 автомобиль аварийĕ пулса иртнĕ, 6 çын тĕрлĕрен суранланнă. Çавăн пекех 40 урă мар водителе тытса чарнă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас