Пушкăртстанра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне çулсерен паракан 10 пин тенкĕ тÿлеве пурте илнĕ тесе пĕлтернĕ Раççей Пенси фончĕн регионти уйрăмĕн пресс-служби.
Çĕршыв президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшÿллĕн апрель уйăхĕнче Пушкăртстан Республикинче пурăнакан 162 инвалид тата 465 вăрçа хутшăннă ватă çын асăннă тÿлеве илме тивĕçнĕ.
Çĕнтерÿ кунне халалланă тÿлевсене заявлени çырмасăр‚ Пенси фондĕнче пур информаци тăрăх тÿленĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсем‚ «Блокадăллă Ленинград çынни» палла тивĕçнисем‚ çар çыннисен тăлăх мăшăрĕсем харăс икĕ пенси илме пултараççĕ: страхлав - çулĕсем çитнĕ пирки тата патшалăх пенсийĕ - инвалидлăх пуррипе. Пушкăртстанра харăсах икĕ пенсие 981 çын илсе тăрать. Тÿлевсен вăтам виçи 38 пин тенкĕрен иртнĕ.
Унсăр пуçне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсем валли уйăхсерен тÿленекен укçа-тенке те палăртнă. Кăçалхи çулăн февраль уйăхĕнчен асăннă тÿлев виçине 4‚9% индексациленĕ. Инвалидлăх ушкăнне кĕрекен вăрçă инваличĕсен тÿлевĕ 5838‚02 тенкĕпе танлашать‚ вăрçа хутшăннисен - 4378‚49 тенкĕ.
Уйăхсерен паракан тÿлеве 1211‚66 тенкĕлĕх социаллă пулăшу пуххи те кĕрет.
Вăрçă инваличĕсемпе участникĕсене‚ концлагерьсенче пулнă çынсене (çул çитменнисене) уйăхсерен хушма укçа‚ 1 пин тенкĕ‚ параççĕ. Вăрçăра вилнĕ çар çыннисен тăлăх мăшăрĕсем‚ концлагерьсенче пулнисене (çулĕ çитнисене)‚ блокадăллă Ленинград çыннисене - уйăхсерен 500 тенкĕ. Пушкăртстанра çак хушма тÿлеве 2989 çын илсе тăрать.