Пур хыпар та
Новости
30 Апрелӗн 2021, 12:20

Регионта газификаци ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

Апрель уйăхĕн 29-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикинчи газификаци тата газоснабжени ыйтăвĕсемпе çыхăннă ведомствăсен хушшинчи ĕçлĕ ушкăнсен ларăвĕ иртнĕ.

Апрель уйăхĕн 29-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикинчи газификаци тата газоснабжени ыйтăвĕсемпе çыхăннă ведомствăсен хушшинчи ĕçлĕ ушкăнсен ларăвĕ иртнĕ.
Тĕл пулăва «Газпром» ПАО, «Газпром межрегионгаз» ушкăн компанийĕсен ĕçченĕсем тата Пушкăртсан Республикин Правительстви хутшăннă.
Канашлу вăхăтĕнче Республикăра газоснабжени тата газификаци программине 2025 çулччен пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Çавăн пекех кăçалхи çула лартнă тĕллевсене те хускатнă.
План тăрăх, 2025 çулччен 164 ял патне газ пăрăхĕ хывма, çав шутра «Шульган-Таш» завповедника та, палăртнă. Унсăр пуçне 25 пин çурта газпа çыхăнтарĕç, «Алга» ОЭЗ, «Уфимский» индустри паркĕ, Абзелил районĕнчи типĕ строительство хутăшĕсем кăларакан завод йышши пысăк проектсене кăвак çулăмпа тивĕçтерĕç. 2021çулта Мишкин, Учалă, Бурзян, Çтерлĕ районĕсенче 155,9 çухрăм поселоксем хушшинчи ĕçсем тума палăртнă.
Пушкăртстан Республикинчи ĕç тăвакан органсем «Газпром межрегионгаз» предприяти ушкăнĕсемпе пĕрле региона газификацилесси пурне те майлă пултăр тесе пĕрлĕхлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ.
Республикăра тин хывнă газ пăрăхĕсемшĕн пурлăх налогне йÿнетнĕ, газ кĕртнĕ вăхăтра строительство ĕçĕсене пурнăçлассине пăрахăçланă, хăш-пĕр категорие кĕрекен граждансене газ кĕртме субсиди парĕç. Унсăр пуçне газ пăрăхĕпе çыхăнтармалли чи пĕчĕк виçене те палăртнă. Йышăннă мерăсем газпа çыхăнтармалли вăхăта самаях кĕскетме май параççĕ.
Газификаципе çыхăннă çăмăллăхсене «единое окно» урлă та йĕркелесе пулать. Абонентсене меллĕрех пултăр тесе дистанци мелĕпе те усă кураççĕ. Часах документсене МФЦ урлă йышăнассине те хатĕрлесе çитерĕç.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас