Тивлетлĕ вут-çулăма (Благодатный огонь) кашни çулах Христос тупăкĕнчен Мăнкун умĕн, шăмат кун, Иерусалимри Исус Христос чĕрĕлсе тăнă чиркÿре ятарлă кĕлĕ вуласа илсе тухаççĕ. Вăл Христос чĕрĕлсе тăнине палăртать.
Аса илтеретпĕр, паян Пушкăртстанри православи тĕнне тытса пыракансем çĕршыври ытти ĕненекенсемпе пĕрле Мăнкун уявне паллă тăваççĕ.
Вут çунакан савăта Ĕпхĕве Мускав Матрони ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Ромил Гареев протоиерей илсе çитернĕ. Ĕпхÿри Турă амăш çуралнă кафедраллă собор настоятелĕ Вадим Корбашов «Ĕпхÿ» аэропортра сăваплă хатĕре кĕтсе илнĕ.
Паян çак тĕп чиркÿре Тивлетлĕ çулăмпа тĕл пулнине халалласа каçхи кĕлĕ вулĕç. Çулăм икĕ алтарьте 40 кун пĕр сÿнми çунмалла – Турă чĕрĕлсе тăракан уявччен. Тивлетлĕ çулăма республикăри ытти чиркÿсене те салатнă.
Мăнкуна 40 кун хушши паллă тăваççĕ, анчах та чи савăнăçли пирвайхи эрне шутланать. Çутă çичĕ кун (халăхра Светлая седмица теççĕ) вăхăтĕнче кашни кун чиркÿсенче кĕлĕсем иртеççĕ. Турă çурчĕсенчи алăксем яланах уçă тăраççĕ, çакă çăтмах алăкĕсем уçă пулнине палăртать.