Новости
3 Мая 2021, 10:40

Масарсем çинче субботниксем пуçланнă

Паянтан Пушкăртстари масарсем çинче субботниксем ирттерме пуçланă. Çакăн çинчен социаллă сетьсенче хăйĕн страницинче регион пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.

Паянтан Пушкăртстари масарсем çинче субботниксем ирттерме пуçланă. Çакăн çинчен социаллă сетьсенче хăйĕн страницинче регион пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.
«Çулталăк каялла пирĕн республикăра ырă йала пурнăçа кĕре пуçларĕ – Асăнупа сума сумалли кун (День поминовение и почитание) паллă тăва пуçларĕç»,- тесе çырнă вăл паян хăйĕн аккаунтĕнче.
Кăçал Пушкăртстанăн мĕнпур муниципалитечĕсенче, çанталăк мĕнле пулнине шута илсе, субботниксене май уйахĕн 3-8-мĕшĕсенче йĕркелемелле. Унти ĕçсене тума республика правительствин членĕсем те хутшăнаççĕ. Субботник вăхăтĕнче вилтăпри вырăнĕсене тирпейлесе йĕркене кĕртĕç, типнĕ йывăçсемпе туратсене касĕç, картасемпе масар çине кĕмелли хапха-алăксене сăрласа илемлетĕç. Паллах, пухăннă çÿп-çапа масар çинчен илсе тухса кирлĕ çĕре ăсатĕç. Çак ĕçсене тунă чухне регионта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе ветерансен, вăрçăра вилнĕ салтак-офицерсен тăлăх арăмĕсен, вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсен, Хĕçпăшаллă Вăйсен ветеранĕсен, тĕрлĕ вăрçă ĕç-хĕлне хутшăнса пуç хунисен вилтăприсене уйрăмах тимлĕх уйăрĕç.
«Эпĕ пирĕн республикăра пурăнакансем çак ырă пуçарăва хутшăнма, хăйсен çемйисемпе масар çинчи субботника тухма кăмăл тунăшăн савăнатăп. Эпир çакна çынсем масар çине килсе тăванĕсемпе çывăх çыннисене аса илччĕр тесе тăватпăр»,- пĕтĕмлетнĕ Радий Хабиров.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас