Архангельск районĕнче пурăнакан 46 çулхи арçын икĕ ачишĕн чылай вăхăт алимент тÿлемен. Унăн парăмĕ 600 пин тенке çитнĕ. Суд приставĕсем парăма кĕнĕ арçынран ChevroIet Niva автомобильне туртса илнĕ.
Суд йышăнăвĕпе саккуна пăхăнман çын пĕтĕм тупăшран ывăлне (2001 ç.) тата хĕрне (2004 ç.) укçа тенкĕн 1/3 пайне тÿлемелле пулнă. Унччен маларах вăл патшалăх учрежденийĕнче ĕçленĕ‚ хăйĕн ачисене укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ. Анчах ĕçе пăрахнă хыççăн хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама чарăннă. Официаллă ĕçе вырнаçман.
Суд приставĕсем банк счечĕсене арест хунă‚ чикĕ леш енне тухма тата транспорт хатĕрĕсене регистраци ирттерме чарнă.
УФССП ĕçченĕсем парăмçă пурăнакан адреспа килсе çитнĕ‚ унта пурлăха арест хунă чухне ChevroIet Niva автомобиле асăрханă. Должноçри çынсем вырăнтах арестленĕ пурлăх пирки акт çырнă.
Енчен те гражданин алимент парăмне татмасан‚ унăн автомобильне сутлăха тăратĕç. Укçа-тенкĕ алимент парăмне татнă çĕре кайĕ.