Май уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Русская земля» социаллă культура пуçарăвĕсен тата ентешсене пулăшу паракан Ыркăмăллăх фончĕ Ĕпхÿ хулинчи «Мир» суту-илÿ центрĕнче «Çĕнтерĕвĕн кăвак тутăрĕ» акци ирттерет.
Флешбома хутшăнакансем ветерансене‚ тыл ĕçченĕсене тата вăрçă паттăрĕсене сума суса вальс ташши ташлĕç. Волонтерсем «Кăвак тутăр» хĕрарăмсене пулăшу паракан тата туслăха çирĕплетекен программăпа килĕшÿллĕн тутăрсем парнелĕç. Кăвак тутăр - мирлĕ пурнăçпа хĕрарăм шанчăклăхĕн символĕ.
Кăвак тутăр вăрçă вăхăтне тата совет çыннисен паттăрлăхне сăнласа парать. Çавăнтанпа вăл мирлĕ те кăвак тÿпеллĕ пурнăçăн символĕ пулса тăнă. «Русская земля» Ыркăмăллăх фончĕ 2016 çултан пуçласа хĕрарăмсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тунă пархатарлă ĕçсене асра тытас тата мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварас тĕллевпе ятарлă программăна пурнăçа кĕртет. Вăл хăйĕн пĕлтерĕшĕпе «Георгий хăйăвĕ»‚ «Вилĕмсĕр полк» акцисем пекех.
- Пулас çĕршыв никĕсне эпир‚ ырă кăмăллă çынсем‚ йĕркелетпĕр. Проекта хутшăнакансемшĕн совет çыннин тата вăрçă вăхăтĕнчи хĕрарăмсен паттăрлăхне типтерлĕ упрасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланать‚ - тенĕ «Русская земля» фонд президенчĕ‚ акцие йĕркелесе яракан Анна Данилова.
Проект тĕллевĕ - истори астăвăмне сыхласа хăварасси‚ çамрăксене патриотла воспитани парасси‚ регионсенчи Ветерансен канашĕсене патронажа илесси‚ ача çураттаракан çуртсемпе пĕрле ĕçлесси. Вăл хăйĕн ĕçне Мускавра кăна мар‚ Раççейри 30 ытла хулара пурнăçлать.
2018 çултанпа «Кăвак тутăр» программа пĕтĕм тĕнче шайне тухнă. Фонд 14 çĕршыв территорийĕнче (Раççейпе Болгари‚ Германипе Греци‚ Гренадăпа Великобритани‚ Иракпа Оман‚ Сербипе Сингапур‚ США‚ Франципе Шотланди‚ Израиль) хăйĕн ĕçне пуçарса янă. Малашне те вăл çыхăнусен географине анлăлатма палăртать. Çапла майпа «Кăвак тутăр» программа чикĕ леш енче Раççей ятне чапа кăларать.