«2021 çулхи тата 2022 çулхипе 2023 çулхи планлă тапхăрăн Пушкăртстан Республикин бюджечĕ çинчен» ПР саккунне улшăнусем кĕртни çинчен» саккун вăя кĕнĕ.
- Бюджет дефицитне саплаштармалли çăл куçсене саккун тăрăх çĕнĕрен пăхса тухнă, - пĕлтернĕ Пушкăрстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн - Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев. – Раççей Финанс министерстви пандемине пула экономика кăткăслăхĕсем килсе тухнипе регионсене патшалăх тивĕçĕн шайне тата кивçен илнине вăхăтлăха пысăклатма ирĕк панă. Кивçен илмелли ункайлă вăхăтпа усă курса укçа-тенке бюджет дефицитне саплаштарма ярăпăр, хамăр запасри 7,2 млрд тенке çитес çула перекетлесе хăварăпăр.
Республикăри Финанс министерстви заем илессине явăçтарас тесе хаклă хутсене (акцисем, облигацисем, вексельсем тата ыт. те) вырнаçтарма, çавăн пекех банксенчен укçа-тенкĕ уйăрма палăртать.
Парламент спикерĕн сăмахĕсем тăрăх, республика бюджечĕ шайлашуллă юлĕ. Тума палăртнă социаллă тивĕçсене вăхăтлă пурнăçласа тăрĕç.
- Пушкăртстан панă сăмаха çÿллĕ шайра пурнăçлакан Раççей Федерацин субъекчĕсен шутне кĕрет, - палăртнă Константин Толкачев. – Бюджетăн пур социаллă тивĕçĕсем те, çав шутра бюджет сферинче тăрăшакансене ĕç укçи, тÿлевсемпе пособисене парасси, сывлăх сыхлав тата вĕрентÿ сферин тăкакĕсене саплаштарасси, тулли шайра пурнăçланĕç.