Новости
5 Мая 2021, 06:55

Вăрман хуçалăхĕн министрĕ республикăра пурăнакансене чĕнсе каланă

Пушкăртстан Республикинче вăрман пушарĕсемпе çыхăннă лару-тăру çивĕч тăрать. Çынсем пушар хăрушсăрлăхĕсене пăхăнманнипе тата çут çанталăкăн майсăр условийĕсене: çил вăйлăланнине, типĕ шăрăх кун тăнине пула вут-çулăм хăвăрт сарăлать.

Май уйăхĕн 4-мĕшĕнче 18 сехет тĕлне республикăри вăрман фондĕнче 7 пушар сиксе тухнă. Пур чухне те пушар сăлтавĕ çынсем вут-çулăмпа асăрханусăр усăланни тата типĕ курăка çунтарни пулнă.
Çавна пула ПР вăрман хуçалăхĕн министрĕ Марат Шарафутдинов Пушкăрт спутник телевиденин телеканалĕнче регионта пурăнакансене чĕнсе каланă.
- ПР Вăрман хуçалăхĕн министерстви асăрхаттарать: çут çанталăкри кирек мĕнле хĕлхем те пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать! Республикăра пурăнакансене вăрманта пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма ыйтатпăр. Вăрманта е ун таврашĕнче вут-çулăм тухнине асăрхасан Пĕрлĕхлĕ вăрман хуралĕн тÿлевсĕр телефон номерĕпе: 8(800)100-94-00 е ПР Вăрман хуçалăхĕн министерствин регионти диспетчер службине: 8(347)218-14-14 номерпа шăнкăравласа пĕлтермелле.
Вут-çулăмпа асăрханусăр хăтланни, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмасăр вăрманта тата ун таврашĕнче кăвайт чĕртни, çапă, типĕ курăка çунтарни саккун тăрăх явапланать.
Читайте нас