Пур хыпар та
Новости
6 Майӑн 2021, 11:55

Пушарта ачасен ашшĕ вилнĕ

Май уйăхĕн 5-мĕшĕнче‚ ирхине‚ Раççейĕн Инкеклĕ ĕçсен министерствин Тĕп управленийĕн Пушкăртстанри уйрăмне Бакалă районĕнчи Кивĕ Азмеево ялĕнче пушар тухни пирки хыпар çитнĕ.

Май уйăхĕн 5-мĕшĕнче‚ ирхине‚ Раççейĕн Инкеклĕ ĕçсен министерствин Тĕп управленийĕн Пушкăртстанри уйрăмне Бакалă районĕнчи Кивĕ Азмеево ялĕнче пушар тухни пирки хыпар çитнĕ.
Тĕп урамри вут-çулăм хыпса илнĕ çурта сÿнтерме пушар чаçĕсен командисем‚ Раççейĕн Инкеклĕ ĕçсен министерствин тата Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ĕçченĕсем килсе çитнĕ. Вырăнта 10х5 метрлă йывăç çурт тата ун çумĕнче хăмаран тунă 5х2 метрлă веранда çуннă.
Пушарçăсем çунса пĕтеймен пÿртре арçын ÿтне тупнă. Вăл 1988 çулта çурални паллă. Çуртра пушара маларах систерекен прибор пулман.
- Май уйăхĕн 1-мĕшĕнче маларах мăшăрĕ пулнă хĕрарăм икĕ ачине - арçын ачасем (2010 тата 2012 çулсенче çуралнăскерсем) - ашшĕ патне хăнана илсе килнĕ. Май уйăхĕн 4-мĕшĕнче вилнĕ арçыннăн аппăшĕ хăйĕн ачипе (2012 ç.) килсе çитнĕ. Çĕрле хĕрарăм шифер шаплатса çурăлнă сасса илтсе вăраннă. Унтан вăл ачасене тата çав çуртрах пурăнакан амăшне вăратнă. Вĕсем вут-çулăмран хăтăлас тесе пурте пĕрле чÿречерен тухнă‚ - каласа панă Пушкăртстан Республикин Инкеклĕ ĕçсен министерствин пресс-службинче.
Хĕрарăм сăмахĕсем тăрăх‚ верандăран пÿрт ăшне вăйлă тĕтĕм йăсăрланса кĕнĕ. Пушар тухнă вăхăтра арçын верандăра çывăрнă. Пÿрт ăшне кĕме май пулман.
Халĕ пушар тухнин сăлтавне тĕпчеççĕ. Вырăнта следствипе оперативлă ушкăн тата дознаватель ĕçлеççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас