«Отряд Таганок» фильм Новороссийск хулинче иртнĕ «Малая Земля» Патриотла киносен пĕрремĕш уçă фестивальне хутшăннă. Картина «Куракансем килĕштернĕ чи лайăх фильм» номинацире парнене тивĕç пулнă.
Асăннă фильмпа унăн режиссерĕ Айнур Аскаров паллаштарнă. Фестивале Раççей режиссерĕсен патриот сĕмĕллĕ 23 кинолента хутшăннă. Çав шутра тулли метражлă илемлĕ тата документлă картинăсем те пулнă. Ултă кун хушши пынă фестивальте пултарулăх мастерскойĕсем, Раççей киноматографийĕн паллă деятелĕсемпе тĕл пулусем, концертсемпе пултарулăх каçĕсем иртнĕ.
«Отряд Таганок» фильма пушкăрт литература классикĕ Мустай Карим çуралнăранпа 100 çул тултарнă тĕле халалласа авторăн «Таганок» повеçĕ тăрăх ÿкернĕ. Фильма Раççей сцени çине 2021 çулхи март уйăхĕн 4-мĕшĕнче тухнă. Картина пĕр хутчен çеç мар кинофестивальсенче парнесем çĕнсе илнĕ.