Раççей Президенчĕ Владимир Путин Хусанти гимназинче вилнисен тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле хурланни çинчен пĕлтернĕ.
«Президент правительствăна аманнă ачасене тата вилнисен тăванĕсене медицинăпа психологи пулăшăвĕ пама хушнă. Çавăн пекех вăл Росгварди пуçлăхне Виктор Золотова граждансем усă курма пултаракан пăшалсен тĕсĕсене палăртакан çĕнĕ положение хатĕрлеме хушу пан㻂 - тенĕ патшалăх пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков.
В. Путин гимназинче пулса иртнĕ инкеклĕ пулăм пирки Федераллă хăрушсăрлăх служби (ФСБ) пуçлăхĕ Александр Бортников тунă доклада итленĕ‚ премьер-министрпа Михаил Мишустинпа‚ вице-премьерпа Татьтяна Голиковапа тата Раççей Инкеклĕ ĕçсен министерствин пуçлăхĕпе Евгений Зиничевпа телефон çыхăнăвне тухнă.
М. Мишустинпа тата Т. Голиковапа калаçнă хыççăн çакна йышăннă: Хусан хулине психологсемпе тата медицина ĕçченĕсемпе РФ сывлăх сыхлав министрĕ Михаил Мурашко тата çут ĕç министрĕ Сергей Кравцов кайĕç.
Унччен маларах Тутарстан президенчĕн пресс-службин ертÿçи Лилия Галимова республика влаçĕсем май уйăхĕн 12-мĕшĕнче траур тума йышăнни çинчен пĕлтернĕ.
Май уйăхĕн 11-мĕшĕнче Хусан хулинчи Джаудата Файзи урамĕнче вырнаçнă гимназинче çамрăк çын шкул ачисемпе вĕрентекенсене тата унта ĕçлекенсене пăшалтан пеме тытăннă.
Террориста ярса тытнă. Вăл 19 çулхи каччă пулни паллă. Çамрăк çын вĕрентÿ учрежденине пăшал йăтса кĕнĕ‚ унтан çынсене пеме пуçланă.
Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăна Тутарстан Президенчĕ Рустам Миниханов‚ ТР прокурорĕ Илдус Нафиков‚ васкавлă пулăшу службинче тата правăна сыхлакан органсенче ĕçлекенсем килсе çитнĕ.
Хăрушă инкекре сакăр çын вилнĕ. Тутарстан пуçлăхĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ çичĕ ачан тата пĕр вĕрентекенĕн пурнăçĕ татăлнă‚ 20 çын аманнă.
ТАСС даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле 32 çын инкек курнă. Вĕсене пулăшу пама республика больницисене илсе çитереççĕ. Тутарстан Республикинчи Çут ĕç министерствине хăрушлăх сигналĕ вырăнти 09.25 сехетре çитнĕ. Çав вăхăтра шкулта 714 ача‚ 70 яхăн унта ĕçлекен çын пулнă. Вĕсенчен 50-шĕ - педагог.
- Эпир çичĕ ачана çухатрăмăр. Вĕсем пурте саккăрмĕш класс вĕренекенĕсем: тăватă арçын ача тата виçĕ хĕр ача. Вĕсем шкулăн виççĕмĕш хутĕнче вилнĕ. Халĕ госпитальте 16 çын (12 ача тата 4 аслă çын). Террориста арестленĕ. Унта регистрациленĕ пăшал пурри паллă. Ăна пулăшакан ытти çынсене тупса палăртман. Халĕ следстви ĕçĕсем пыраççĕ. Шкула тата çемьесене кирлĕ пулăшупа тивĕçтерĕç. Паян пирĕн республикăшăн тата пĕтĕм çĕршывшăн хăрушă инкек пулса иртрĕ‚ - тенĕ Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов.