Пур хыпар та
Новости
12 Майӑн 2021, 12:05

Аслыкуль тата Кандрыкуль кÿллисен çывăхне машинăсемпе кĕртмĕç

Малашне Аслыкуль тата Кандрыкуль кÿллисенчи шыва сыхлакан вырăнсене автотранспорт кĕртмĕç. Çакăн пирки паян ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн комитечĕн ларăвĕнче ПР çут çанталăкпа экологи министрĕн çумĕ Наталья Наумова пĕлтернĕ.

Малашне Аслыкуль тата Кандрыкуль кÿллисенчи шыва сыхлакан вырăнсене автотранспорт кĕртмĕç. Çакăн пирки паян ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн комитечĕн ларăвĕнче ПР çут çанталăкпа экологи министрĕн çумĕ Наталья Наумова пĕлтернĕ.
Çĕнĕлĕх хăш вăхăтра пурнăçа кĕресси паллă мар-ха, халĕ хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Чарусем чи малтан туристсен юхăмĕ ÿснипе тата шыв-шурсенчи экосистемăна транспорт самаях пысăк сиен кÿнипе çыхăннă.
Сăмахран, ăсчахсене 22 тăваткал çухрăм йышăнакан Аслыкуль кÿллинчи шыв шайĕ чакни, çакă транспорт çÿренипе те çыхăннă, пăшăрхантарать. 2013 çулта шыв шайне виçсе пăхнă хыççăн вăл 103 см чакни паллă пулнă. 2013 - 2019 çулсенче унăн шайĕ 83 см сахалланнă. Кÿлĕре шыв хăвăрт чакать, ун çумĕнчи çăлкуçсемпе шурлăхлă вырăнсем типеççĕ. Кÿлĕре кĕске вăхăт хушшинчех хăмăшсем кашласа ÿсме пуçланă. Халĕ Шарлама юхан шыв ун патне юхса çитеймест, çавна пула вăл кÿлле шывпа пуянлатаймасть.
Экспертсем шутланă тăрăх, кÿлĕри лару-тăру çулталăк хушшинче пулса иртекен çут çанталăк пулăмĕсемпе çеç çыхăнман. Улшăнусене ытларах этемрен килекен факторсем витĕм кÿреççĕ. Кăнтăр хĕвел тухăç енчи çула тикĕсленĕрен çĕр айĕнчи нумай çăлкуç типнĕ. Юр шывĕсем юхан шыва лекеймеççĕ. Малашне кÿлĕ йĕри-тавра çул тунă чухне çĕр пичĕн (ландшафт) уйрăмлăхĕсене шута илмесен çăлкуçсене çеç мар, кÿлĕри шыв шайне тытса пыракан шывсене те çухатма пулать. Экспертсен шучĕпе, Аслыкуле тăпра çулсем сахалланни, çыран хĕррине йывăçсем лартни, хĕллехи вăхăтра юр тытмалли тăрăхсем туни çеç сыхласа хăварма пултарать.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас