Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăртстанра пурăнакансене çак кунсенче иртекен Çемье эрнине пуçаруллă хутшăнма чĕнсе каланă. Эрне тематикине Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне (ăна май уйăхĕн 15-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) халалланă. Акцие йĕркелекенĕ - ПР Çемье‚ ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерстви.
- Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри шутланать. Çемье эрни хушшинче кашни кун тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. Вĕсен тĕллевĕ - çемье тĕп социаллă хаклăх пулнине кăтартса парасси‚ ăна çирĕплетесси. Муниципалитетсен пуçлăхĕсене кирлĕ пулăшу пама ыйтатăп‚ республикăра пурăнакансене мероприятисене пуçаруллă хутшăнма йыхравлатăп‚ - тенĕ Радий Хабиров правительствăра кунсерен иртекен оперативлă канашлура.
Акци шайĕнче май уйăхĕн 11-16-мĕшĕсенче хуласемпе районсенче çемье йăли-йĕркисене упраса хăварас тата аталантарас‚ ашшĕ-амăшĕсен тивĕçĕсене ÿстерес‚ çемьери пушă вăхăта йĕркелеме пĕлес тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем иртĕç.
Сăмах май‚ май уйăхĕн 11-мĕшĕнче ача-пăча япалисем пухмалли (çав шутра çĕннисене те‚ усă курнисене те) «Ырă ĕçсем тумалли çемье бумерангĕ» акци пуçланнă. Пухнă япаласене пĕр харăс икĕ тата ытла ача çуралнă‚ нумай ачаллă çемьесене парĕç. «Çемье» центрĕсем уйăх вĕçленичченех ача япалисене йышăнĕç.
Эрне тематикине малалла тăсса май уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Ырă канашсен марафонĕ» иртет. Çак кунхине республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан ашшĕ-амăшĕсене 8-800-347-50-00 номерпе психологи пулăшăвĕ парĕç. Ятарласа йыхравланă психологсем тĕрлĕ ыйтусем тăрăх консультаци ирттерĕç.
Май уйăхĕн вун виççĕмĕш кунĕнче çемьесене «Усăллă ирхи апат» акци кĕтет. Вăл çынсене сывлăхлă пурнăç йĕрки тытса пыма хăнăхтарĕ‚ çемье сывлăхне упрас тата çирĕплетес тĕллевпе сиплĕ апатлану пĕлтерĕшне уçса парĕ. Зульфия Хабибуллина диетолог-тухтăр хăйĕн çемйипе тутлă та усăллă ирхи апат пĕçерĕ.
Май уйăхĕн 14-мĕшĕнче эрнелĕхе йĕркелекенсем ПР ГИБДД управленийĕпе пĕрле «Хăрушсăрлăхлă çул - телейлĕ çемье» республика акцийĕ ирттерме палăртаççĕ. Çул-йĕр юхăмне хутшăнакансене усăллă информацирен тăракан флаерсем парĕç‚ çул-йĕр правилисене пăхăнма хăнăхтарĕç.
Май уйăхĕн 15-мĕшĕнче‚ Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче‚ республикăра пурăнакансем интернет-конкурса хутшăнма пултараççĕ. Унта хутшăнас тесен Instagramра #Деньсемьи2021 хэштэгпа усă курса çемье сăн ÿкерчĕкне пичетлесе кăлармалла. Çĕнтерÿçĕсем Ĕпхÿ хулинчи çемье ресторанĕнче вăхăта усăллă та хаваслă ирттерĕç. Çавăн пекех çак кунхине ЗАГС уйрăмĕсенче «Эпир Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче çемье çавăртăмăр» республика акцийĕ иртĕ. Мăшăрсене регистрациленĕ вăхăтра асăнмалăх парнесем парĕç.
Çемье эрни май уйăхĕн 16-мĕшĕнче «АРТ квадрат» территорийĕнче квиз-вăйăпа вĕçленĕ. Унта хутшăнакансене «Мĕн? Ăçта? Хăçан» форматпа интереслĕ вăйă кĕтет.