Пур хыпар та
Новости
12 Майӑн 2021, 10:34

Илемсем Салаватран çĕнтерÿпе таврăннă

Апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче Салават хулинчи «Агидель» культурăпа кану центрĕн сцени çинче «Наци культурисен кунĕ» конкурс иртнĕ. Кăçалхипе вăл вуннăмĕш хут тĕрлĕ халăх çыннисене пĕр чăмăра пуçтарнă. Ăнă Пĕтĕм тĕнчери фольклориадăна хатĕрленсе тата Пушкăртстан Республикинчи Сывлăх тата хастарлăха вăрах ĕмĕр упрамалли çулталăка халалланă.

Апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче Салават хулинчи «Агидель» культурăпа кану центрĕн сцени çинче «Наци культурисен кунĕ» конкурс иртнĕ. Кăçалхипе вăл вуннăмĕш хут тĕрлĕ халăх çыннисене пĕр чăмăра пуçтарнă. Ăнă Пĕтĕм тĕнчери фольклориадăна хатĕрленсе тата Пушкăртстан Республикинчи Сывлăх тата хастарлăха вăрах ĕмĕр упрамалли çулталăка халалланă.
Пушкăртстан çĕршыври чи нумай нациллĕ регионсенчен пĕри шутланать. Кунта 100 ытла халăх пурăнать. Çавăнпа та йăлана кĕнĕ «Наци культурисен кунĕ» яланах пуян та нумай енлĕ иртет. Ăна вокал, хореографи номерĕсем, тĕрлĕ инструментсемпе каласа пуянлатнă самантсем илем кÿреççĕ.
Кăçал мероприятие хутшăнма кăмăл туса Пелепей, Мияки, Гафури, Мелеуз, Благовар районĕсенчен пилĕк тата 46 çулсенчи 40 ытла участник заявка панă. Çавăн пекех конкурса Салават хулин пултаруллă çыннисем хутшăннă.
Ăмăртăва хутшăнакансем, хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерсе, куракансене Пушкăртстанра пурăнакан халăхсен культурипе паллаштарнă.
Конкурсантсене сумлă жюри членĕсем - «Агидель» Тĕп культура çурчĕн директорĕ, театр тата кино режиссерĕ Равиль Хакимов, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валерий Байков, Раççей тата тĕнче шайĕнчи конкуссен лауреачĕ, «Разные люди» вокал ансамблĕн ертÿçи Виктория Лукинская - хак панă.
- Конкурса хутшăнакансем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнишĕн тем пекех савăнатпăр. Çак тĕлĕнмелле ăмăртăва хутăшăнма кăмăл тăвакансен шучĕ çултан çул ÿссе, географийĕ анлăланса пынишĕн хĕпĕртетпĕр. «Наци культурисен кунĕ» конкурс наци культурисен хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарма, ăна халăх хушшинче сарма май парать, - тенĕ Равиль Хакимов.
Çÿлерех асăннă конкурса Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнчи «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи - Нина Никитина) хутшăннă. Вĕсем хореографи номинацинче çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă май ятарлă диплома тивĕçнĕ. Саламлатпăр!
Надежда РОДИОНОВА.
Салават хули.
Читайте нас