Ĕпхÿ хулинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсене, концлагерьте чух çулĕ çитмен ача пулнисене, вăрçă ачисене, ĕç ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене «Чайка» теплоход çинче ярăнтарнă.
Теплохода Пушкăртстан пуçлăхĕн хушăвĕпе Ĕпхÿри карапсем тăвакан тата юсакан заводра юсаса çĕнетнĕ. «Башинформ» пĕлтернĕ тăрăх, «Чайка» юсав хыççăн юхан шыв çине пуçласа иртнĕ çул тухнă.
Карап май уйăхĕн 10-мĕшĕнче ветерансене лартса вĕсене Шуратăл тăрăх уçăлса çÿреме илсе кайнă. Çул çÿрев Туслăх монументĕнчен пуçласа чукун çул вокзалне çити, унтан каялла выртнă.
Ветерансем хаваспах Шуратăл юхан шывăн илемĕпе киленнĕ, пĕр-пĕринпе калаçса вăрçăпа çунса кĕлленнĕ çамрăклăхĕсене аса илнĕ. Çул çÿреве хутшăннисем вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене юрланă, сăвăсем каланă, асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем тунă. Вĕсене валли ятарласа уяв апачĕ хатĕрленĕ.
- Çĕнетнĕ теплоходпа çул çÿреме питĕ хăтлă. Çак мероприятие эпир пĕлтĕрех ирттересшĕнччĕ, анчах кăшăлвируса пула ку çула хăварма тиврĕ. Ырлăх-сывлăх, сире, ветерансем! - ăнлантарса панă лару-тăрăва регион ертÿçи Радий Хабиров.
«Лидеры Башкортостана» кадр проект членĕсемпе ПР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствин ĕçченĕсем ветерансене парнесем парса чысланă.
- Ветерансене пирĕн кашни çулах, кунах, сехетсеренех асра тытмалла. Çавăнпа та эпир май пур таран çавăн пек мероприятисем ирттерме тăрăшатпăр. Вĕсем ырă йăлана çаврăнасса шанатпăр, - палăртнă ПР транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕн çумĕ Айрат Сабиров.
Çĕр аллă çын ларса çÿремелли «Чайка» теплоход Ĕпхÿ хула таврашĕнчи уçăлса çÿремелли маршрутсене илсе тухĕ. Планра тата та вăрăмрах çул çÿревсем пулĕç.
Надежда РОДИОНОВА.