Вĕсенчен çиччĕшĕ Ĕпхÿ хулинче ĕçле пуçланă, анчах ытларахăшĕ хăйсен ĕçне çак енĕпе районсемпе хуласенче йĕркеленĕ тесе пĕлтернĕ ПР Сывлăх сыхлав министерствинче. Çав шутра Нефтекамск хулинче, Ишимбайпа Салават, Белорецкпа Мелеуз, Çтерлĕпе Ĕпхÿ, Иглинопа Дуван тата Зианчура районĕсенче.
Паянхи кун тĕлне регионта пурĕ 133 патшалăх тата 669 уйрăм çын стоматологи клиникисем ĕçлеççĕ. Пурĕ - 802. 2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 763 пулнă.
2020 çулти январь-март уйăхĕнче панă лицензисене шута илес пулсан, кăçалхи пĕрремĕш кварталта 5 процент нумайрах пулса тухать тесе палăртнă Сывлăх сыхлав министерствинче.
- Республикăн аякри районĕсенче медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатма условисем туса парасси пирĕншĕн тĕп тĕллев пулса тăрать. Çавна шута илсе бизнес валли хăтлă условисем йĕркелеме тăрăшатпăр, лицензи илмелли срока 30 ĕç кунĕнчен 19 куна çити чакартăмăр. Кунта пире документсен çаврăнăшне оптимизацилени тата реестр модельне кĕртни, аттестациленĕ специалистсене явăçтарни пулăшрĕ,- тенĕ ПР Сывлăх сыхлав министерствин лицензи уйрăмĕн ертÿçи Эльвира Тахаутдинова.