Пур хыпар та
Новости
14 Майӑн 2021, 15:55

Çурхи культурăсене 66‚5% акнă

Пушкăртстанра ака-суха кампанийĕ вĕçленсе пырать. Май уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне регионта çурхи культурăсене 1‚34 млн гектар çĕр лаптăкĕ çинче акнă.

Пушкăртстанра ака-суха кампанийĕ вĕçленсе пырать. Май уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне регионта çурхи культурăсене 1‚34 млн гектар çĕр лаптăкĕ çинче акнă. Ку вăл палăртнин 66‚5 проценчĕ е пĕтĕмĕшле калăпăшăн иккĕ виççĕмĕш пайĕ пулать. Элшейпа Илиш‚ Çтерлĕпуçпа Балтач‚ Авăркаспа Кармаскалă тата Буздяк районĕсенчи çĕр ĕçченĕсем çурхи культурăсем валли уйăрнă лаптăксен 80-90 проценчĕ çинче ĕçсем туса ирттернĕ.
Çурхи тĕш-тырă тата пăрçа йышши культурăсем 928 пин гектар йышăнаççĕ пулсан‚ çу паракан культурăсем - 253‚ сахăр кăшманĕ - 33‚ çĕр улми - 24 пин гектар.
Тăватă районти хуçалăхсем хура тул акма тытăннă. Май уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне çак культурăна 833 гектар çинче çĕр аллине панă тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас