Новости
15 Мая 2021, 05:45

Пушкăртстанра тинĕс контейнерĕсем тата косметика тума пуçлĕç

«Благовещенск» социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территори (ТОСЭР) реестрне икĕ çĕнĕ резидента кĕртнĕ. Вĕсем тинĕс контейнерĕсем тата косметика продукцийĕ туса кăларма палăртаççĕ. Инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 480 млн тенкĕрен иртнĕ тесе пĕлтернĕ ПР Экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министерствинче.

«Благовещенск» социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территори (ТОСЭР) реестрне икĕ çĕнĕ резидента кĕртнĕ. Вĕсем тинĕс контейнерĕсем тата косметика продукцийĕ туса кăларма палăртаççĕ. Инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 480 млн тенкĕрен иртнĕ тесе пĕлтернĕ ПР Экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министерствинче.
Резидентсен реестрне Благовещенск хулинчи мобильлĕ конструкцисен завод тата «Фабрик продакшн» ООО хутшăннă.
Экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ ТОСЭР резиденчĕн статусĕ пурри инвесторсене чылай çăмăллăхсемпе усă курма май парать. Çакă тупăш çине хурăнакан налога пĕчĕклетнинче‚ пурлăхпа çĕр çине хурăнакан налогран хăтарнинче‚ çавăн пекех страхлав тÿлевĕсене чакарнинче палăрать.
- Пушкăртстан пуçарăвĕпе республика ТОСЭР-сенче хăтлă бизнес илсе пыма‚ çăмăллăхĕсемсĕр пуçне‚ резидентсемшĕн налог виçине пĕчĕклетнĕ. Çавăн пекех патшалăх пурлăхне арендăна илнĕ чух коэффициента чакараççĕ. Муниципалитетсенче çĕр налогĕн процент виçи нольпа танлашать‚ - аса илтернĕ правительствăн пĕрремĕш вице-премьерĕ - регионти экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов.
Благовещенскри мобильлĕ конструкцисен завочĕ 10 пин тăваткал метр лапам йышăнакан завод хăпартма палăртать. Вăл «РЖД» ОАО‚ «Роснефть» НК‚ Газпром ПАО‚ «Башнефть» ПАО АНК‚ «Татнефть»‚ Раççей Хÿтĕлев министерстви валли тинĕс контейнерĕсем туса кăларĕ. Асăннă проекта пурнăçа кĕртме 480 млн ытла укçа-тенкĕ тăкаклĕç. Унсăр пуçне вырăнта 100 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлĕ.
«Фабрик продакшн» ООО кăçалах ваннăра усă курмалли органика косметика хатĕрĕсем туса кăларма палăртать. Инвестици проектне хута яма 3 млн ытла тенкĕ уйăрĕç.
Пушкăртстанра ултă монохула: Пелепей‚ Кумертау‚ Нефтекамск‚ Белорецк‚ Благовещенск тата Учалă. Вĕсенче пĕтĕмĕшле 400 пин ытла çын пурăнать. Муниципалитетсене шайлаштарса аталантарма вĕсен чиккисенче пилĕк ТОСЭР ĕçлет: Пелепей‚ Кумертау‚ Благовещенск‚ Нефтекамск тата Белорецк.
Благовещенск хулинчи чи пысăк предприяти Благовещенскри арматура завочĕ шутланать. Унти ТОСЭРа 2019 çулхи февраль уйăхĕнче йĕркеленĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас