Пур хыпар та
Новости
16 Майӑн 2021, 15:30

Юхан шыв хĕррине тÿрĕ çулпа тухма шутланă, анчах «тыткăна» лекнĕ

Ĕпхÿре 13 çулхи хĕрачан çăлавçăсенчен пулăшу ыйтма тÿр килнĕ. Каç пулас умĕн вăл Салават Юлаев палăкĕ патĕнчен анса Шуратăл хĕррипе уçăлса çÿреме шут тытнă. Çула кĕскетес тĕллевпе шкул ачи палăк умĕнчи тавралăха пăхса киленмелли лапамран юхан шыв хĕррине тÿррĕн анма шутланă. Хĕрача пĕр çĕре çитсен, тайлăм вырăн хăйăр пек тăпрапа витĕннине пула, ни малалла каяйман, ни каялла хăпарайман. Ура çинче тăма та хăрушă пулнă.

Çăлавçăсем киличчен инкеке лекнĕ çамрăк çынпа полицисем çыхăнура пулнă. Пакунлă çынсем территорине тĕпчесе хĕр ача ăçта пулнине пĕлнĕ, çавăнпа та çăлавçăсен ăна шырама тÿр килмен.
Альпинистсен хатĕрĕсемпе усă курса Ĕпхÿри гражданла хÿтелев управленин шыравпа çăлав уйрăмĕн ĕçченĕсем çамрăк экстремала инкекрен çăлăнма пулăшнă, çÿле хăпартнă тесе пĕлтернĕ ведомствăн пресс-службинче. Хĕрачана медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулман.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас