Раççейре ача амăшĕн капиталĕпе усă курассине анлăлатасшăн. Сăмахран‚ унпа çемьесене ача çуралнă хыççăнах çурт хăпартма е ăна юсаса çĕнетме‚ çавăн пекех лицензи илнĕ уйрăм предпринимательсем патĕнче вĕреннĕшĕн тÿлеме май туса парассине. Çакăн çинчен РФ премьер-министрĕн çумĕ Татьяна Голикова пĕлтернĕ.
«Вице-премьер Татьяна Голикова çĕршыв президетне икĕ юхăма (направлени) пырса тивекен правилăсене çĕнетме сĕннĕ: çемьесене ача амăшĕн капиталĕпе ача çуралсанах хăйсем тĕллĕн çурт хăпарма е ăна юсаса çĕнетме (халĕ çакна тăвас тесен ача виçĕ çул тултарине кĕтмелле) май туса парасси; ача амăшĕн капиталĕпе лицензи илнĕ уйрăм предпринимательсем патĕнче вĕреннĕшĕн тÿлеме ирĕк парасси»‚ - тенĕ пĕлтерÿре.