Урал сасси
+19 °С
Дождь
Новости
19 Мая 2021, 06:05

2022 çулта икĕ хĕвел электростанцийĕ хута ярĕç

2022 çулта Пушкăртстанра‚ Агидель хулипе Гафури районĕнче‚ икĕ çĕнĕ хĕвел электростанцийĕ хута яма палăртаççĕ.

2022 çулта Пушкăртстанра‚ Агидель хулипе Гафури районĕнче‚ икĕ çĕнĕ хĕвел электростанцийĕ хута яма палăртаççĕ.
Паянхи кун тĕлне республикăра 5 хĕвел электростанцийĕ ĕçлет. Вĕсен пĕтĕмĕшле хăвачĕ 69 МВтпа танлашать. Урăхла каласан‚ çакă регионти мĕнпур энерги тытăмĕн пĕтĕмĕшле палăртнă хăвачĕн 1‚2%. Çакăн йышши объектсене ытларах «Хĕвел» компани хăпартни паллă. Вĕсен шутне Хайбулла районĕнчи Бурибай‚ Куюргазă тăрăхĕнчи Бугульчанск‚ Зианчурари Исянгулово тата Бурзян хĕвел электростанцийĕсем кĕреççĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле хăвачĕ - 44 МВт.
Унсăр пуçне иртнĕ çулхине «Солар Системс» компани Çтерлĕпуçĕнче 25 МВт хăватлă хĕвел электростанцине хута янă.
- Вĕсем пурте хушма энерги çăлкуçĕсем шутланаççĕ. Хĕвел электростанцийĕсем территорие аталантарма‚ унта çĕнĕ предприятисем уçма пулăшаççĕ. Чи кирли - пурăнмалли çуртсемпе социаллă объектсене электроэнергипе шанчăклă тивĕçтерни. Сăмахран‚ Бурзян хĕвел электростанцийĕ Раççейшĕн хăйне евĕрлĕ объект шутланать. Вăл пĕрлĕхлĕ сетьпе пĕр вăхăтра тата пĕччен ĕçлеме те пултарать. Çакă Урал леш енчи электроэнегин шанчăклăхне ÿстерет. Инвесторсене электроэнерги объекчĕсем хăпартнă вăхăтра республика хăй енчен пулăшу парать: çĕр лаптăкĕсене суйласа илме‚ вĕсемпе суту-илÿсем ирттермесĕр усă курма. Мĕншĕн тесен инвестици проекчĕсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Çавăн пекех эпир хĕвел электростанцийĕсене организацисен электроэнерги сечĕсемпе çыхăнтарма пулăшатпăр‚ - тесе çырнă Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров социаллă сетьри хăйĕн страницисенче.
Регион ертÿçи çакна та палăртнă: хĕвел электростанцийĕсене хăпартни республикăра пурăнакансене экологи енчен таса электроэнергипе усă курма май парать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас