Ĕпхÿ хулинчи Октябрьски район сучĕ арçын тĕлĕшĕпе (ăна 13 преступлениллĕ ĕçшĕн айăплаççĕ) приговор йышăннă. Айăпа кĕнĕ çынна «хулиганла туртăм пулнипе çынсен пурнăçне хăрушлăх кăларса тăратма тата пурлăха сиен кÿме пултаракан взрыв пуласси çинчен улталаса пĕлтерме пулăшнăшăн тата хĕтĕртнĕшĕн» статьяпа айăпланă.
Суд пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ арçын тĕрлĕ вăхăтра хăйĕн пĕлĕшне 500 тенкĕ пама шантарса «112» номерпе шăнкăравласа çуртсенче взрыв хатĕрĕсем вырнаçтарни‚ урăхла каласан терроризм акчĕ пуласси çинчен калама хушнă.
- Çапла майпа вăл йĕрке хуралĕнче ĕçлекен органсем хăйсен ĕçне йĕркеленĕ чухне чăрмантарнă‚ суя информаци сарса вĕсене арпашуллă çул çине тăратнă‚ граждансен канăçлăхне пăснă‚ - ăнлантарса панă судра.
Террориста тара илекен çын азартлă вăйăсем выляма юратнă. Вăл укçа тÿлесе вăйă клубĕсенче «мина лартма» ыйтнă. Çак киревсĕр ĕçсене пурнăçлакан арçын вилнĕ. Çавăнпа унăн тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе хупнă.
Октябрьски район сучĕ 2021 çулхи май уйăхĕн 12-мĕшĕнче айăпа кĕнĕ арçынна икĕ çул та тăхăр уйăха тĕрмене хупма приговор йышăннă. Вăл хальлĕхе вăя кĕмен-ха.