«Региональный оператор РБ» НОФ (коммерциллĕ мар организаци фончĕ) нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассишĕн памалли взнос укçисене вăхăтра тÿлемен хватер хуçисенчен шыраса илес тесе 53,5 пин иск заявленийĕ, пурĕ 937 млн тенкĕлĕх, çырнă.
РФ Çурт-йĕр кодексĕ тăрăх, 2014 çултанпа нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан куçса çÿремен пурлăх хуçисен капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçлама взнос укçи тÿлеççĕ. Енчен те харпăрлăх хуçисем хăйсен çурчĕн счечĕ çинче укçа-тенкĕ пухăнса тăтăр тесе сасăламан пулсан, ĕçсене «пĕрлĕхлĕ хуран» йĕркипе туса ирттереççĕ. Тĕплĕнрех калас пулсан, ял-хулари пур çуртсенче те пурăнакансен укçисем чи кивĕ çуртсене юсама каяççĕ.
2014 çулта пуçланнă, 30 çула яхăн пыракан, республикăри нумай хваттерлĕ çуртсенчи капиталлă юсав программине 17 пин пурăнмалли çурт-йĕр кĕнĕ. Вĕсенчен пилĕк пинĕ Ĕпхÿ хулинче вырнаçнă. Юлашки ултă çул хушшинче регионта 6,5 пин (программăна кĕртнĕ çуртсен 40%) нумай хваттерлĕ çурт юсанă. 2021 çулта Пушкăртстанра нумай хваттерлĕ 907 çуртра тĕпрен юсассипе çыхăннă 961 тĕрлĕ ĕç тума палăртнă.
Юсав калăпăшĕ, паллах, çынсем мĕн чухлĕ укçа тÿленинчен килет. 2021 çулхи январь-май уйăхĕсенче 95,6% укçа-тенкĕ пуçтарăннă. Взнос укçи пуçтарассипе республикăри ултă муниципаллă пĕрлĕх малта пыраççĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕнче, Çтерлĕпуç, Давлекан, Пелепей, Бирск районĕсенче, взнос укçи пуçтарасси 100 процента çитнĕ. Республикăри 24 районпа хулара 90 процентран пуçласа 99% таран. Чи начар лару-тăру Зилаир, Зианчура районĕсенче. Вĕсенче нумай хваттерлĕ çуртсене юсама 64,7%, 66, 5% укçа-тенкĕ кайнă.
Надежда РОДИОНОВА.