Паян Патшалăх Думин пĕрлехи ларăвĕн иккĕмĕш вулавĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă Уçă çырура лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртессипе çыхăннă саккун проектне пăхса тухнă, çемьесене пулăшасси çинчен калакан пая пĕрремĕш улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем ача-пăча пособийĕсене парасси, больница хучĕсене тÿлесси пирки калакан саккунсене çĕнĕлĕхсем кĕртессипе çыхăннă.
Пĕр çĕнетĕвĕнче малтанхи сроксенчех медицина учрежденийĕнче учета тăнă йывăрлă хĕрарăмсен пособи виçи пирки каланă.
- Çавăн пек пособи виçи пурăнмалли минимум шайĕн çуррипе танлашĕ. Ăна июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен таххучĕ (çемьере кашни çын пуçне) регионти пурăнмалли укçан чи пĕчĕк шайне çитмен çемьесене парĕç, - ăнлантарса панă Патшалăх Думин председателĕ Вячеслав Володин.
Иккĕмĕш тÿрлетÿре июль уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен 8-16 çулхи ачасене пособи парасси çинчен каланă. Ăна таххучĕ регионти пурăнмалли укçан чи пĕчĕк шайне çитмен тулли мар çемьесенчи ашшĕ-амăшсем илĕç. Пособи виçи пурăнмалли минимум шайĕн виçипе пĕрле ÿссе пырĕ. Çĕршывра çак пособи вăтамран 5,6 пин тенкĕпе танлашĕ. Çĕнĕлĕх 2021 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ.
- Пособие таххучĕ регионти пурăнмалли укçан чи пĕчĕк шайне çитмен тулли мар çемьесенчи ашшĕ-амăшсене тÿлĕç. Енчен те çемьере 8-16 çулхи ачасем пĕрре çеç мар пулсан, пособие кашни ача пуçне парĕç. Пособие 12 уйăха памалла тăвĕç. Ача вун çичĕ çул тултарсан тÿлеве урăх тивĕçмест, -ăнлантарса панă РФ Патшалăх Думин депутачĕ Рамзил Ишсарин.
Тепĕр пуçару çичĕ çула çитичченхи ачисем чирлесен вĕсене пăхма ĕçрен хăтарнине çирĕплетекен больница хутне стажа пăхмасăрах 100% таранах тÿлесси çинчен калать.
- Çакă ытларах стажĕ пысăк мар амăшĕсене пырса тивет, шкул çулне çитичченхи ачасемлĕ çамрăк çемьесене пулăшу парать. Виççĕмĕш вулавра тÿрлетÿсене йышăнсан, 2021 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пособи виçи вăтам ĕç укçин 100% танлашĕ, - палăртнă Рамзил Ишсарин.