Новости
19 Майӑн 2021, 11:10

Регион ертÿçи Чишма районне хытă критикленĕ

Чишма районне‚ уйрăмах унăн ертÿçине Ришат Мансурова‚ республика пуçлăхĕ хытă критикленĕ. Чиновник муниципалитет пуçлăхĕн должноçне йышăннăранпа çулталăк та çитмен-ха. Çав вăхăт хушшинче маларах экономика енчен ура çинче çирĕп тăракан район тĕрлĕ сăлтава пула «шурлăха» путса пырать.

Чишма районне‚ уйрăмах унăн ертÿçине Ришат Мансурова‚ республика пуçлăхĕ хытă критикленĕ. Чиновник муниципалитет пуçлăхĕн должноçне йышăннăранпа çулталăк та çитмен-ха. Çав вăхăт хушшинче маларах экономика енчен ура çинче çирĕп тăракан район тĕрлĕ сăлтава пула «шурлăха» путса пырать.
Май уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ правительствăн оперативлă канашлăвĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров шкулсенчи ачасен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă темăна çĕкленĕ. Пĕр эрне каярах ирттернĕ тĕрĕслевсем Чишмари вĕрентÿ учрежденийĕсенче тата шкулсем çумĕнчи территорисенче хăрушсăрлăх мерисене тивĕçлипе йĕркелеменнине кăтартса панă. Çакă район пуçлăхĕн ĕçĕнче палăрнă пĕртен-пĕр кăлтăк-çитменлĕх кăна мар. Юлашки вăхăтра хăй вăхăтĕнче малта пыракан район социаллă тата экономика юхăмĕсем тăрăх тăтăшах критика зонине лекет.
Çак кунхине иртнĕ канашлурах республика ертÿçи Чишма районĕнчи çул-йĕр лару-тăрăвĕпе кăмăлсăр пулнине те палăртнă. Асăннă территори урлă пĕлтерĕшлĕ транспорт магистралĕсем иртеççĕ. Юлашки уйăхсенче унти лару-тăру самаях начарланнă. Ришат Мансуров ятне транспорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Виктор Жульков çулсем çинчи шăтăк-путăксене юсассипе çыхăнă лару-тăру çинчен доклад тунă май та начарпа асăнса хăварнă. Чишма районĕ çулсем çинчи лакăм-тĕкĕмсене инвентаризацилессипе аутсайдерсен списокне лекнĕ. Асăннă муниципалитетра çак ĕçе 10 процент çеç туса ирттернĕ.
- Мĕншĕн пуçлăхсем çак ĕçе пурнăçламаççĕ? Вĕсем унăн пĕлтерĕшне ăнланмаççĕ-ши? Эпĕ яланах çулсем çинчи шăтăк-путăксене юсассипе çыхăннă ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнă. Мĕншĕн тесен çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Чишмара укçа-тенкĕ çук-и? - ыйту панă Радий Хабиров.
Çавăн пекех Ришат Мансуров ячĕпе пăтăрмахпа вĕçленнĕ суд процесне те çыхăнтараççĕ. Чишма район пуçлăхĕ Чишма поселокĕнчи авариллĕ çуртра пурăнакансене (унта 19 çын пурăннă) çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ĕçе выляса янă. Район администрацийĕ çурт кивĕ пулнине йышăннă‚ анчах çынсене хваттерпе тивĕçтермелли вăхăта конкретлă палăртман. Ĕçе Пушкăртстан прокуратури хутшăннă. Мĕншĕн тесен район администрацийĕн постановленийĕнче çынсене 2030 çулта хваттерпе тивĕçтермелле тесе çырнă. Çакă саккуна хирĕçлет. Суд прокуратура ыйтнине‚ пилĕк хваттерлĕ çуртра пурăнакансене хваттерпе тивĕçтермелли вăхăта чакарассине‚ ырланă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас