Пушкăртстанри Росгварди боецĕ çыран хĕрринче тупăннă хĕрарăма çăлнă. Регионти Росгварди Управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ Салават хулинчи ведомство тулашĕнчи хурал ĕçченĕ Артем Лупан сержант‚ отпускра пулнă май‚ май уйăхĕн 16-мĕшĕнче Ишимбай районĕнчи Торатау тăвĕ çине хăпарнă.
- Маршрутпа пынă вăхăтра унран хăтару службин ĕçченĕсем пулăшу ыйтнă. Вĕсем пĕр турист сукмакран пăрăннине‚ аташса ту хушăкне лекнине пĕлтернĕ. Хĕрарăм унтан хăй тĕллĕн тухма пултарайманнине те палăртнă. Хăтаруçăсем росгвардееца хĕрарăм сăмахĕнчен çырнă вырăнти паллăсене панă‚ унăн ĕçмелли шывĕ пĕтме пултарни çинчен те асăрхаттарнă‚ – ăнлантарса панă ведомствăра.
Артем Лупан хĕрарăм инкеке лекнĕ вырăна хăвăрт тупса палăртнă. Мĕншĕн тесен вăл маршрутăн географи уйрăмлăхĕсене лайăх пĕлнĕ. Росгвардеец çумĕнче турист хатĕрĕсем пулнă. Вăл юлташĕпе пĕрле 30 грудус шăрăхра çухалнă хĕрарăм-туриста шырама пикеннĕ.
Çул çÿревçе çыран хĕрринче тупнă. Хĕрарăм хытă хăранă‚ вăйран кайнă‚ организмĕ шывсăрланнă‚ хĕвелпе пиçнĕ. Юлташсем ятарлă хатĕрсемпе усă курса хĕрарăм-туриста «тыткăнран» тухма пулăшнă‚ ăна шыв ĕçтернĕ‚ лăплантарнă. Каярах ятарлă служба ĕçченĕсен аллине панă.