Новости
21 Мая 2021, 07:40

«Халăх чĕлхине тата йăли-йĕркисене упраса хăварас ĕçре хĕрарăм пĕлтерĕшĕ пысăк»

Май уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче «Хĕрарăм телейĕн территорийĕ» Уçă Академи çула тухнă. «Территори аталанăвĕнче хĕрарăм пĕлтерĕшĕ» лапамăн модераторĕ Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен Курултайĕн Президиумĕн Председателĕ Эльвира Аиткулова пулнă.

- Хăйне евĕрлĕ проект Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен Курултайĕшĕн уйрăмах интереслĕ те пĕлтерĕшлĕ шутланать. Каринэ Хабирова палăртнă тăрăх‚ халăх чĕлхине тата йăли-йĕркисене упраса хăварас‚ вĕсемпе çитĕнекен ăрăва паллаштарас ĕçре хĕрарăм пĕлтерĕшĕ пысăк. Паян эпир пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрăмăр. Енчен те çынсен пурнăçа кĕртмелли проектсем пур пулсан‚ вĕсене укçа-тенкĕ тата йĕркелÿ енчен пулăшу пама калаçса татăлтăмăр. Çак тĕлпулусем пĕр иккĕленÿсĕр пуриншĕн те интереслĕ те усăллă пулнине палăртса хăвармалла‚ - тенĕ Эльвира Аиткулова.
Ыркăмăллăх проекчĕн авторĕн Каринэ Хабирован сăмахĕсем тăрăх‚ «Хĕрарăм телейĕн территорийĕ» Уçă Академи Мускавра та иртме пултарать. Проект пĕлтерĕшĕ пысăк. Çавăнпа ăна Пушкăртстан Республикинче кăна мар‚ унăн тулашĕнче ирттерме кăмăл тăвакансем пур.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас