Пур хыпар та
Новости
21 Майӑн 2021, 09:50

Илишсем чи малтан вĕçленĕ

Илиш район çĕр ĕçченĕсем çурхи ака ĕçĕсене вĕçлени çинчен пĕлтернĕ. Çак тăрăхри аграрисем пурĕ 74 пин гектар лаптăк çинче çурхи культурăсене акса хăварнă.

Илиш район çĕр ĕçченĕсем çурхи ака ĕçĕсене вĕçлени çинчен пĕлтернĕ. Çак тăрăхри аграрисем пурĕ 74 пин гектар лаптăк çинче çурхи культурăсене акса хăварнă.
Çавăн пехех çак пĕлтерĕшлĕ те яваплă ĕçе Авăркаспа Çтерлĕпуç, Кушнаренковăпа Давлекан, Калтасăпа Татăшлă тата Кармаскалă районĕсем вĕçлесе пыраççĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем планпа палăртнин 97-99 проценчĕпе тÿр килеççĕ.
Акнипе пĕрле республикăри аграрисем кĕрхи культурăсене хими мелĕпе çум курăкран тасатассине те пурнăçлаççĕ. Май уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне 180 пин гектар çинчи çĕре имçамланă. Çакă кĕрхи культурăсен мĕнпур лаптăкĕн 45 проценчĕпе танлашать.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас