Пур хыпар та
Новости
21 Майӑн 2021, 11:05

Май уйăхĕнче 17 çын çухалнă

2021 çулхи май уйăхĕн 1-20-мĕшĕсенче Пушкăртстанра 17 çын тĕрлĕ ырăнта аташса кайнă. Республикăри 112 службине пулăшу ыйтса 15 шăнкăрав çитнĕ тесе пĕлтернĕ ПР Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ.

Телее‚ аташса кайнă çынсене тупнă. Сăмахран‚ май уйăхĕн 16-мĕшĕнче Зианчура районĕнчи Тазларово ялĕ çывăхĕнче 72 çулхи кинемей тусем хушшинче çухалнă. Каярах ăна полици ĕçченĕсем шыраса тупнă.
Май уйăхĕн 11-мĕшĕнче Çтерлĕ районĕнчи Казадаевка ялĕнчи вăрманта 2012 çулта çуралнă ача аташса кайнă пирки хыпар çитнĕ. Талăкăн тĕттĕм вăхăчĕ пулнă пулсан та арçын ача çул хĕрне тухма пултарнă. Унта ăна иртсе çÿрекенсем асăрханă‚ çывăхри полици уйрăмне илсе çитернĕ.
Пушкăртстан Республикинчи Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕччен вăрмана çÿрессинчен тата чăтлăха кĕрессинчен тытăнса тăма сĕнет. Инкеклĕ лару-тăру сиксе тухсан «112» номерпе шăнкăравлама пулать. Диспетчерсемпе телефон çинче укçа пĕтсен те‚ сим-карта ĕçлемесен е вăл пачах пулмасан та çыхăнăва тухма май пур.
Читайте нас