ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров муниципаллă служащисем валли автомобильсем туянмалли лимит çинчен калакан постановление алă пуснă. ПР право информацийĕн порталĕнче кун çути курнă документпа килĕшÿллĕн районсене машина туянма регион бюджетĕнчен субсиди уйăрĕç. Укçа-тенкĕпе ПР Транспорт министерстви хуçаланĕ.
Субсидие ыйтиччен муниципалитетсем ăна мĕнле тĕллевпе ыйтнине ăнлантарса памалла. Унсăр пуçне вырăнти бюджетра автопарка çĕнетме укçа- тенкĕ пуррине, машинăна чăннипех те улăштарма вăхăт çитнине çирĕплетмелле. Автомобильсем çичĕ тата ытларах çул çÿремелле, капиталлă юсав хыççăн 150 пин, капиталлă юсавсăр 450 пин çухрăм чупмалла.
Туяннă вăхăт тĕлне 20 çухрăм таран чупнă, двигателĕ 190 лаша вăйĕллĕ çăмăл автомобилĕн хакĕ 1,3 млн тенкĕпе танлашмалла. Администраци ĕçченĕсем 800 пин тенкĕ (120 лаша вăйĕ), ял тата хула хутлăхĕн ĕçченĕсем 700 пин тенкĕ тăракан автомобильсем туянма пултараççĕ.
Республика бюджетĕнчен автомобиль хакĕн 70% парĕç. 10% район саплаштарĕ, 30 % ытла мар - хула округĕ.