Урал сасси
+19 °С
Дождь
Новости
21 Мая 2021, 07:40

Террористсене пулăшнăшăн çĕршывран кăларса ярĕç

Ĕпхÿ хулинчи Калинин район сучĕ Раççейре пурăнмалли режима пăснă хыççăн Таджикистанăн 35 çулхи гражданинĕн шăпине татса панă.

Ĕпхÿ хулинчи Калинин район сучĕ Раççейре пурăнмалли режима пăснă хыççăн Таджикистанăн 35 çулхи гражданинĕн шăпине татса панă. Федераци хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн даннăйĕсем тăрăх‚ ют çĕршыв çынни «Таджикистанри ислам çĕнетĕвĕн партийĕ» террористпа экстремистсен организацийĕн пайташĕсене пулăшнине асăрханă.
- Суд постановленийĕпе арçын административлă право йĕркине пăснине йышăннă‚ ăна 2 пин тенкĕлĕх штраф панă. Укçа-тенкĕ патшалăх хыснине кайĕ‚ - тенĕ Пушкăртстанри судсен пресс-службинче.
Çавăн пекех ют çĕршыв çыннине Раççейрен кăларса ярĕç‚ вăл патшалăх чиккине пăснипе пăсманнине тимлĕç. Суд представителĕсем асăннă постановлени вăя кĕменнине те палăртнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас