Пур хыпар та
Новости
22 Майӑн 2021, 15:50

Пушкăртстанра 90 пляжа ĕçлеме ирĕк панă

Кăçал Пушкăртстанра пурĕ 90 шыва кĕмелли вырăна аттестаци ирттернĕ тесе пĕлтернĕ республикăри Роспотребнадзор служби.

Кăçал Пушкăртстанра пурĕ 90 шыва кĕмелли вырăна аттестаци ирттернĕ тесе пĕлтернĕ республикăри Роспотребнадзор служби.
Маларах 54 муниципаллă пĕрлĕх территорийĕсенче 128 пляж уçма палăртнă пулнă. Роспотребнадзорăн Пушкăртстан Республикинчи управленийĕ организацисемпе учрежденисене тата уйрăм предпринимательсене рекраци зонинчи санитари нормисем ыйтнине тĕпе хурса санитарипе эпидемиологи пĕтĕмлетевĕсем тумаллине асăрхаттарнă, анчах та çакна пурте шута илмен. Кану вырăнĕ çак документсăр хăйĕн ĕçне пурнăçлама пултараймасть.
Çавăн пекех управлени ПР Гигиена центрĕпе пĕрле шыв объекчĕсенчи шыв пахалăхĕн социаллă гигиена мониторингне ирттерет. Çав шутра холера вибрионĕ пуррипе çуккине те тĕрĕслет.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас