Пур хыпар та
Новости
22 Майӑн 2021, 16:38

Республикăри 18 651 вун пĕрмĕш класс пĕтерекенсемшен юлашки шăнкăрав янранă

Пушкăртстанри шкулсенче паян, май уйăхĕн 22-мĕшĕнче, «юлашки шăнкарав» иртнĕ. Вăл республикăри мĕнпур районсемпе хуласенчи 18 651 вун пĕрмĕш тата 42 пин тăхăрмĕш класс пĕтерекенсемшĕн янранă тесе пĕлтернĕ регионти Вĕрентÿ тата наука министерствинче.

Кăçал уява пысăк йышпа паллă тăвассине официаллă палăртман, çавăнпа та çамрăксем урамсемпе парксем тăрăх шкул тумĕпе çÿрени ытлашши курăнман. Роспотребнадзор сĕннипе мероприятисене уçă сывлăшра (çанталăк условийĕсене пăхса) ирттернĕ, ачасен ÿт температурине виçнĕ, пухăннă халăх социаллă дистанцине пăхăннă, маска тăхăнмалли режима те пурнăçланă. Ĕпхÿре Советски лапамĕнче çулсерен йĕркелекен йăлана кĕнĕ «Çурхи бал» та пулман. Аса илтеретпĕр, 2020 çулта пандемине пула юлашки шăнкарăв онлайн мелĕпе иртнĕччĕ.
Çавăн пекех паян республикăри лавккасенче алкоголь напитокĕ сутмаççĕ. Çак чару мери 2017 çултанпа пурнăçа кĕрсе пырать. Йĕркене пăхăнмасан штраф тÿлемелле пулĕ: должноçри çынсене 20 пинрен пуçласа 40 пин тенке çити, пайăр мар сăпата (предприятине) 100 пинрен 300 пин тенкĕ таран. Тавара туртса илме те пултараççĕ. Алкоголь продукцине сутма чарни профилактика мерисемпе çыхăннă, çак утăма туни тÿрре тухать (оправдано) тесе çирĕплетеççĕ Пушкăртстанри влаçсем.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас