Пур хыпар та
Новости
23 Майӑн 2021, 14:00

Çынсене ял масарĕсем çинчи йĕркесĕрлĕх канăç памасть

Пушкăртстанра пурăнакансене ялсенчи масарсем çинче йĕрке çукки пăшăрхантарать. Пĕр уйăх хушшинче кăна, апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 22-мĕшĕччен, Республикăри управлени центрĕн системине çынсене пытарнă вырăнсене тирпей-илем кĕртессипе 205 хут ыйту çитернĕ. Вĕсенчен нумайăшне татса панă, ыттисене Пушкăртстанри управлени центрĕ тĕрĕслесе тăрать.

Акă сăмахран, Нефтекамск хули çывăхĕнчи Амзя ялĕнчи кивĕ масар çинчи йĕрке тивĕçтерменни çинчен социаллă сетьсенче Расиль Адиев пĕлтернĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх, кунта пур çĕрте те çÿп-çап тата йăваннă-хуçăлнă йывăçсем йăваланса выртаççĕ. Çак асăрхаттарăва вырăнти администраци ĕçченĕсем шута илнĕ, кĕске вăхăтра ыйтăва татса панă.
Администраци пĕлтернĕ тăрăх, контейнерсенчи çÿп-çап каяшне (вĕсене масар тулашĕнче вырнаçтарнă) яланах çирĕплетнĕ йĕркепе илсе тухаççĕ. Тĕп проблема - çÿп-çапа тасатакансем ăна контейнер патне илсе çитерейменнинче. Çавна пула вăл çилпе таврана вĕçсе сарăлать. Масар çинче тирпейлĕх хуçалантăр тесе хула çыннисемпе пĕрле субботник ирттернĕ. Вилнĕ çынсем канлĕх тупнă вырăна пăхса тăракан организаци икĕ типĕ йывăçа касса масар тулашне илсе тухнă. Пуçтарăннă мĕнпур çÿп-çапа каяшсемпе ĕçлекен регионти оператор кирлĕ вырăна çитернĕ.
Республикăри управлени центрĕнче масарсем çинчи çÿп-çапа илсе тухассине район е хула администрацине пĕлтермеллине палăртнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас