Пур хыпар та
Новости
24 Майӑн 2021, 12:00

Азамат Жармухаметов - «Терра Башкирия» çĕнтерÿçи

Май уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Акбузат» ипподромра «Терра Башкирия» лашасем чупассипе йĕркеленĕ спорт турнирĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ.

Май уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Акбузат» ипподромра «Терра Башкирия» лашасем чупассипе йĕркеленĕ спорт турнирĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Хальхинче республикăн тĕп хулинче чи ăста юлан утçа тата чи лайăх лашана тупса палăртнă. Çĕнтерÿшĕн Абзелилпа Кугарчă‚ Пишпÿлекпе Чекмагуш районĕсенчен килсе çитнĕ юлан утçăсем ăмăртнă.
Ут утланса ăмăртнин кăтартăвĕсем тăрăх‚ пĕрремĕш вырăна Кугарчă районĕнчи Азамат Жармухаметов çĕнсе илнĕ.
«Терра Башкирия» лашасем чупассипе йĕркеленĕ спорт турнирне республикăра 2019 çултанпа ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ - лашасем ĕрчетессине аталантарасси‚ лаша спортне халăх хушшинче сарас ĕçе республика çыннисене пуçаруллă явăçтарасси тата лаша ăмăртăвĕсене куракансен тимлĕхне ÿстересси.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас