Новости
24 Мая 2021, 11:50

Хакланнă тата йÿнелнĕ апат-çимĕçсем

Республика статистикĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçсен хакĕсене кашни эрнере мониторинг тăваççĕ.

Республика статистикĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçсен хакĕсене кашни эрнере мониторинг тăваççĕ.
Юлашки эрне хушшинче чĕр купăстапа кишĕр хакĕсем 5‚4 % ÿснĕ. Асăннă пахча çимĕçсене 26 тата 52 тенкĕ парса туянма пулать.
Иккĕмĕш вырăнта - тĕтĕмленĕ тата пĕçерсе тĕтĕмлетнĕ кăлпассисем (+3‚6%). Вăтамран пĕр килограмм кăлпасси 425 тенкĕ тăрать.
Регионта пуçлă суханăн хакĕ те пĕчĕк мар. Пĕр эрне хушшинче унăн хакĕ 2‚3% хăпарнă. Вăтамран пĕр килограмм çимĕç хакĕ 31 тенкĕпе танлашать.
Хакланнă апат-çимĕçсен списокне çаксем те кĕнĕ: хура чей‚ сĕт‚ çăнăх‚ макарон изделийĕсем‚ аш-какай консервисем‚ карамель‚ услам çу‚ маргарин‚ чăх ашĕ‚ çĕр улми‚ пан улми‚ сысна какайĕ‚ вермишель тата çăкăр. Вĕсен хакĕсем çак вăхăт хушшинче 0‚1-2% ÿснĕ.
Статистиксен кăтартăвĕпе килĕшÿллĕн регионта йÿнелнĕ апат-çимĕçсем те пур. Çак списока чĕр хăяр уçать. Пĕр эрне хушшинче унăн хакĕ 12‚1% чакнă‚ вăтамран пĕр килограмм хăяр 120 тенкĕ тăрать. Çавăн пекех республикăра пĕçернĕ кăлпасси (-2‚7%)‚ çăмартапа чĕр помидор (-2‚4%) хакĕсем йÿнелнĕ. Пĕрремĕшне 342 тенкĕ парса туянма пулать пулсан‚ иккĕмĕшĕсене - 77 тата 134 тенкĕ.
Унсăр пуçне эрне хушшинче ача-пăча апатланăвĕ валли хатĕрленĕ типĕ сĕт хутăшĕсен‚ тăвар‚ ĕне ашĕн‚ рис‚ хăйма‚ пахча çимĕç тата аш консервисен‚ шăнтнă пулă‚ çуллă тăпăрчă‚ пастеризациленĕ сĕт‚ печени‚ сырсен‚ шоколадран тунă канфетсен‚ сосискăсен‚ сарделькăсен‚ сурăх ашĕн‚ улма-çырла консервисен хакĕсем чакни сисĕннĕ.
Республикăра пĕр килограмм хĕвел çаврăнăш çăвĕн (124 тенкĕ)‚ сахăр песукĕн (48) тата вир кĕрпин (50) хакĕсем пачах та улшăнман.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас