Пур хыпар та
Новости
24 Майӑн 2021, 18:00

«Иремель» çутçанталăк паркĕ çунать

Пушкăртстанри» Иремель» çутçанталăк паркĕнче вăрман пушарĕ тухнă. Çакна видесюжет туса социаллă сетьсенче туризм эксперчĕ Рина Гринберг вырнаçтарнă. Вут-çулăм Белорецкпа Учалă районĕсен чиккинче алхасать.

Республикăри Вăрман хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, юлашки талăкра виçĕ вăрман пушарне шута илнĕ. Пурĕ 41,91 гектар вăрман çуннă.
Маларах «Иремель» çутçанталăк паркне, пушар хăрушлăхне пула, июнь уйăхĕн 4-мĕшĕччен çынсене кĕме чарни çинчен пĕлтернĕччĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас