Пур хыпар та
Новости
24 Майӑн 2021, 17:25

Виçĕ ураллă тиха çуралнă

Çутçанталăк этемлĕхе хăйĕн пулăмĕсемпе тĕлĕнтерет. Баймак районĕнчи Зилим поселокĕнче пурăнакан пĕр уйрăм хуçалăхра лаша хăмланă хыççăн хăйĕн хуçине виçĕ ураллă тиха «парнеленĕ». Унăн сăн ÿкерчĕкне Артур Идельбаев блогер социаллă сетьсенче пичетлесе кăларнă.

Çамрăк лаша амăшĕ хăйĕн ачи çумĕнчен каймасть, ăна май çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Лаша хуçи паталогипе çуралнă тихапа малашне мĕн тума палăртни çинчен нимĕнле хыпар та çук.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас