Нормативсемпе килĕшÿллĕн, Пушкăртстанра 967 пин автомобиле тăратмалли вырăн кирлĕ. Тĕрĕссипе паянхи куна 359 вырăн пур, вăл 37% танлашать. Асăннă цифрăсене ПР Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви илсе кăтартнă. Çак хисеп çумне тата 608 пин автомобиле тăратмалли вырăн хушса тумалла.
Пушкăртстанра юлашки виçĕ çул хушшинче 22,8 пин автомобиле тăратмалли вырăн хатĕрленĕ. Тĕпрен илсен вĕсене социаллă объектсен çывăхĕнче, хула хутлăхĕсене реконструкциленĕ, çулсем çинче тĕплĕ юсав ĕçĕсене ирттернĕ чух тăваççĕ. Ĕпхÿ хулинче автомобилсене тăратмалли вырăнпа 25 процента çеç тивĕçтернĕ - 334 çĕнĕ вырăн кирлĕ. Çтерлĕ хулинче çак енĕпе 46% тивĕçтернĕ, 57 пин автомобиль валли вырăн çитмест. Вăтамран пин çынна 317 хурçă ут килсе тухать.
Транспорт шучĕ ÿснине кура ПР Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви автомобиле тăратмалли правилăсене пăснишĕн тÿлекен штраф укçисене муниципалитет бюджетне мар, асăннă ыйтăва татса панă çĕре уйăрма сĕннĕ.
2020 çулта Пушкăртстанра ятарлă штраф тăраткăчсене (стоянка) 26 459 транспорта вырнаçтарнă, вĕсенчен 25 414-шне хуçисене каялла тавăрса панă. Эвакуаци çăмăллăхĕсемшĕн 64 миллион тенкĕ пухнă. Çăмăл автомобиле ятарлă тăраткăча илсе çитернĕшĕн 1500 тенкĕ, унта пĕр сехете хăварнишĕн 25 тенкĕ тÿлемелле.