Новости
26 Майӑн 2021, 11:35

Йытăсем тапăннă ачасене больницăна илсе çитернĕ

Ĕпхÿ хулинчи Тим районĕнче йытăсем ачасем çине тапăннă икĕ тĕслĕхе шута илнĕ. Хула гражданĕсене хÿтĕлекен управлени пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ икĕ пăтăрмах та Ухтомский урамĕнче пулса иртнĕ. Сакăр çулхи арçын ачана тата вуннăри хĕр ачана медицина учрежденине илсе çитернĕ.

- Палăртнă адрессемпе тавралăха пăхса çаврăннă‚ ирĕкре çÿрекен виçĕ йытта тытнă. Пулса иртнĕ инкекĕн сăлтавĕсемпе лару-тăрăвне тĕпчеççĕ‚ - тенĕ ведомствăра.
Пушкăртстанра хуçасăр йытăсем ачасем çине тапăннă тĕслĕхсем нумайланса пыраççĕ. Апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнче Сафарово ялĕнче ирĕкре çÿрекен йытăсем тăватă çулхи ачана туласа вĕлернĕччĕ. Пушкăртстан сучĕ Учалă районĕнчи Сафарово ял Канашĕн пуçлăхĕ тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Фемида ĕçченĕсем чиновника хальлĕхе килте хупса тытма йышăннă. Следстви ăнлантарса панă тăрăх‚ ял çыннисем хуçасăр йытăсенчен хăтăлма ыйтса темиçе хутчен те ял Канаш пуçлăхĕпе калаçу çĕкленĕ‚ анчах чиновник вĕсем ыйтнине пурнăçламан.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас