Пушкăртстанра ĕçпе тивĕçтерекен службăна ытларах пенси çулне çывхарса пыраканкансем хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе тухни çинчен республикăри Ĕç министерстви пĕлтернĕ. Май уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне регионти асăннă службăсене 5,5 пин пенсие çывхаракан çын ĕç вырăнĕ шырани çинчен хыпарланă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан çак хисен 16% нумайрах.
- 40 процент е 1,8 пин тивĕçлĕ кану вăхăтне çывхаракан çынсем кăçал ĕç вырăнне çухатнисем шутланаççĕ, - пĕлтернĕ Пушкăртстанри çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министрăн çумĕ Тимур Каримов.
Ун сăмахĕсем тăрăх, кăçалхи виçĕ уйăх хушшинче регионта тивĕçлĕ канăва çывхаракан çынсем валли 30 ытла ваканси ярмарки ирттернĕ.
- Асăннă центрсем пулăшнипе паянхи куна çак категорине кĕрекен 500 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Иккĕмĕш кварталта ĕçпе тивĕçтерекенсем 379 çынна пулăшу пама палăртаççĕ, - пĕлтернĕ Тимур Каримов.
#Башкортостан#Уралсасси#Нацпроект#Повышениепроизводидельноститрудаиподдежка занятости