Шкул хăпартма 766,8 млн тенкĕ уйăрĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, контракта «Строительное управление №1» тулли мар яваплă пĕрлĕхпе тăвĕç. Укçа-тенке федераллă тата республика бюджетĕнчен уйăрма палăртнă. Ĕçе план тăрăх 2022 çулта вĕçлемелле. Пĕтĕмпе шкул çурчĕн лаптăкĕ 18,32 пин тăваткал метрпа танлашмалла. Пĕлÿ çурчĕ тăватă хутран тата ултă температура блокĕнчен тăрĕ.