Новости
28 Мая 2021, 11:20

Радий Хабиров сапантуйсем ирттермелли графика çирĕплетнĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Рабий Хабиров 2021 çулта республика хулисемпе районĕсечне иртекен сапантуйсен графикне çирĕплетнĕ.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Рабий Хабиров 2021 çулта республика хулисемпе районĕсечне иртекен сапантуйсен графикне çирĕплетнĕ.
Регион ертÿçин указĕпе килĕшÿллĕн Пушкăртстанра сапантуйсем июнь уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçланĕç. Пĕрремĕш акапуç уявĕ Зилаир районĕнче иртĕ.
Июнь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Абзелилпа Элшей‚ Архангельскпа Авăркас‚ Бакалăпа Благовар‚ Благовещенскпа Буздяк‚ Бурзянпа Давлекан‚ Дюртюлĕпе Зианчура‚ Иглинпа Калтасă‚ Кармаскалăпа Куюргазă‚ Мелеузпа Мияки‚ Нуриманпа Татăшлă‚ Ĕпхÿпе Хайбулла‚ Чекмагушпа Чишма тата Янаул районĕсенчи çĕр ĕçченĕсем акатуй паллă тăвĕç.
Июнь уйăхĕн вун иккĕмĕш кунĕнче Аскинпа Балтач‚ Белокатайпа Пишпÿлек‚ Бирскпа Бурай‚ Гафурипе Дуван‚ Ермеккейпе Илиш‚ Караидельпе Кигин‚ Кугарчăпа Кушнаренко‚ Мечетлĕпе Мишкин‚ Салаватпа Çтерлĕпуç‚ Çтерлĕпе Туймазă тата Федоровка тăрăхĕнче Акатуйсем иртĕç.
Шаран район çыннисем асăннă уява июнь уйăхĕн 13-мĕшĕнче пуçтарăнĕç.
Июнь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пелепейпе Белорецк тата Краснокамск районĕсем сапантуйсен эстафетине йышăнĕç.
Баймак районĕнчи аграрисем çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленине сăнлакан праçнике июнь уйăхĕн 26-мĕшĕнче паллă тăвĕç.
Сапантуйсен эстафети Учалăпа Ишимбай районĕсенче‚ июль уйăхĕн 8 тата 10-мĕшĕсенче‚ вĕçленĕ.
Муниципалитетсенче сапантуйсем ирттернĕ кун «типĕ саккун» вăя кĕрĕ.
Республика районĕсенче «Сапантуй» халăх уявне регион ертÿçи çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн йĕркелĕç. Йĕркелÿçĕсем COVID-19 вируса хирĕç кĕрешессипе çыхăннă сĕнÿсене пăхăнмалла‚ Роспотребнадзор ыйтнине тĕпе хурса дезинфекци мероприятийĕсене тата суту-илÿ ĕçĕсене йĕркелемелле.
Сапантуйсем ирттермелли вырăна çынсем социаллă дистанцие пăхăнма пултарнине шута илсе суйламалла.
Çавăн пекех йĕркелÿçĕсен мĕнпур участниксем маскăсем тăхăннине‚ ÿт температурине тĕрĕсленине‚ дезинфекци тунине тĕрĕслемелле.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас