Пур хыпар та
Новости
28 Майӑн 2021, 16:25

Таварлăх сĕт суса илесси 4‚5% ÿснĕ

Пушкăртстанра таварлăх сĕт туса илесси ÿсет тесе пĕлтернĕ республикăри Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче. Ведомство кăтартăвĕсем тăрăх‚ ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çулталăк пуçланнăранпа 300 пин тонна сĕт туса илнĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан‚ çакă 13 пин тонна е 4‚5% ытларах.

Пĕрремĕш вырăна Чекмагуш районĕ йышăнать. Унти хуçалăхсенче çулталăк пуçланнăранпа 26 пин тонна таварлăх сĕт суса илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Илиш районĕ (16‚9). Авăркаспа Дюртюлĕ тăрăхĕсенчи кăтарту 16 тата 15‚1 пин тоннăпа танлашать. Малти пилĕк хуçалăх вĕçĕнче Çтерлĕ районĕ пырать. Унти хуçалăхсенче 15 пин тонна сĕт туса илнĕ.
- Йăлана кĕнĕ тăрăх‚ сĕт суса илессипе инвестици проекчĕсене тухăçлă пурнăçа кĕртекен муниципалитетсем малта пыраççĕ‚ – тенĕ ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче. - Иртнĕ çулхи танлаштарсан‚ Ермеккейпе (+4‚3 пин тонна) Илиш (+3‚5) районĕсенчи ял хуçалăх организацийĕсем лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ.
Министерствăра çакна та палăртнă: Ермеккей районĕнче «Северная Нива Башкирия» ООО сĕт комплексĕ аталанать‚ Илиш тăрăхĕнче - Куйбышев ячĕллĕ колхозри тата «Урожай» ăратлă заводри сĕт фермисем.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас