Пур хыпар та
Новости
29 Майӑн 2021, 18:30

Çтерлĕ хулинче Халăхсен туслăх аллейи уçăлчĕ

Паян, май уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕ умĕнче Халăхсен туслăх аллейине уçрĕç. Çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти тăватă халăхăн - пушкăрт, вырăс, чăваш,тутар - паллă та сумлă çыннисене бюст лартнипе историне кĕрсе юлĕ.

Паян,май уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕ умĕнче Халăхсен туслăх аллейине уçрĕç. Çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти тăватă халăхăн - пушкăрт, вырăс, чăваш,тутар - паллă та сумлă çыннисене бюст лартнипе историне кĕрсе юлĕ.
Малашне университет филиалĕн тĕп корпусне кĕнĕ чухне пире пушкăртсен поэчĕ тата çутта кăлараканĕ Мухаметсалим Уметбаев, вырăссен писателĕ Сергей Аксаков, чăвашсен вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов, тутарсен паллă çыравçи Галимджан Ибрагимов кĕтсе илĕ. Вĕсен бюсчĕсене лартасси грант выляса илнĕ хыççăн (проект ертÿçи - Оксана Федорова чăваш хастарĕ) «Сода» акционерлă общество укçа-тенкĕпе пулăшнипе пурнăçа кĕнĕ.
Сăн ÿкерчек çинче уява хутшăннă чăваш хастарĕсем Çтерлĕ хулинчи К. Иванов палăкĕ умĕнче тунă пĕрремĕш кадрсенчен пĕри.
Пулса иртнĕ туслăх мероприятийĕ çинчен тĕплĕнрех «Урал сасси» хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех вуласа пĕлме пултаратăр.
Юрий СНЕГОПАД.
#Башкортостан#Уралсасси#Нацпроект#Жильеигородская среда
Читайте нас