Пур хыпар та
Новости
31 Майӑн 2021, 11:32

Чиркÿсенче Турăран çумăр çутарма ыйтса кĕл тăваççĕ

Ĕпхÿ тата Çтерлĕ митрополичĕ Николай хăйĕн 104№ хушăвĕпе чиркÿсемпе мăнастирсенче иртекен кулленхи кĕлĕсем вăхăтĕнче Турăран çумăр çутарма ыйтса литурги ирттерме пилленĕ.

Ĕпхÿ тата Çтерлĕ митрополичĕ Николай хăйĕн 104№ хушăвĕпе чиркÿсемпе мăнастирсенче иртекен кулленхи кĕлĕсем вăхăтĕнче Турăран çумăр çутарма ыйтса литурги ирттерме пилленĕ.
Май уйăхĕ пуçланнăранпа Пушкăртстанра питĕ шăрăх çанталăк тăрать, çумăр çумасть. Çакă кĕркунне акнă анасен пĕрре тăваттăмĕш пайне сиен кÿнĕ, вăрмансенче пушар хăрушлăхĕ кăларса тăратнă. Енчен те малашне те типĕ те шăрăх кунсем тăрсан аграрисемпе вăрман хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çухату чылай пысăк пулма пултарать.
Прогноз тăрăх, Пушкăртстанра витерсе çăвакан çумăрсене июнь уйăхĕн варринче çеç кĕтмелле. Уйăхăн иккĕмĕш декадинче çумăр кунне 2,8 миллиметр çума пултарать.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас